«Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» - краеведени сехечӗ Анат Тимерчкасси ял библиотеки

«Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» - краеведени сехечӗ  Анат Тимерчкасси ял библиотеки

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн паллă кун. Çак кун, çурхи илемлĕ вăхăтра, чăвашсене çутта тухма пулăшнă И. Я. Яковлев çуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр.

Чӑваш чӗлхи пуян та илемлӗ, янӑравлӑ та ҫепӗҫ, паха та асамлӑ. Вӑл чӑваш юрри пек янӑравлӑ та кӗвӗллӗ, унпа чуна ачашлама е амантма, ҫӗклеме е ӳкерме, хавхалантарма пулать. 

Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Анат Тимӗрчкасси ялӗн культура ӗҫченӗсем «Чӑваш чӗлхи– тӑван чӗлхе» краеведени сехетне ирттерчӗҫ. Краеведени сехетне хутшăнакасем тӑван чӗлхене халалланӑ сӑвӑсем тата Иван Яковлевич Яковлев калавӗсене вуларӗҫ. Вӗрентекенӗмӗрӗн чӑваш халӑхне панӑ халалне вуласа тӗплӗн сӳтсе яврӗҫ.

Чӑваш чӗлхи малашне те кашни кунах янӑратӑр: ялта та, хулара та, килте те, урамра та, шкулта та.



28 апреля 2025
08:07
Поделиться