"Чĕвĕлти чĕлхеçĕм" сăвăсен конкурсне Ҫĕнĕ Мăрат библиотекинче йĕркелерĕмĕр.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн паллă кун. Çак кун, çурхи илемлĕ вăхăтра, чăвашсене çутта тухма пулăшнă И. Я. Яковлев çуралнă кун эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр.
Ачасене тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарас, халăх традицийĕсене упрама, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, вĕсен пĕлĕвне ÿстерме пулăшас тĕллевпе «Чĕвĕлти чĕлхесĕм» сăвăсен конкурсне йĕркелерĕмĕр. Уява Ҫĕнĕ Мăрат библиотекинче кашни сулах Ҫĕнĕ Мăрат шкулĕнче ача садне тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем, вĕсене вĕрентекенсем Полякова Т.А., Афанасьева А.Г., Филиппова В.А., Шингалова О.М. тата культура ӗҫченӗсемпе пĕрле ирттертĕмĕр.
Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Çавăн пекех Вĕрентекенĕмĕрĕн Чăваш халăхне панă халалĕпе паллашрĕç. И. Я. Яковлев халалĕ – ÿсекен ăрăва каланă пехил. Пехил вăл – чăваш çынни хăй вилес умĕн пурлăхне, еткерлĕхне, тăванĕсене халалласа хăварни, ытлăх-çитлĕх пурăнма, тĕрĕс-тĕкел ĕмĕтленме, сывлăхлă пулма пиллени. Конкурса пуçличчен культура ĕçченесем пурне те юрă саламĕпе саламларĕç.
Малалла Чӑваш чӗлхи кунне халалласа тӑван чӗлхепе сăвă вулакансен конкурсне йӗркелерӗмĕр. Кашни вулакан ача хӑйӗн тăван чӗлхен илемне, поэтсен шухӑшӗсене курма тӑрӑшрĕ. Поэтсен П.Хузангай, Я.Ухсай, В.Митта, М.Ҫеçпел , Г.Орлов, К.Иванов, Г.Айги тата ытти нумай авторсен сӑввисене уҫҫӑн та чӗререн янраттарчӗҫ. Ҫамрӑк пулин те, ачасем поэтсен произведенийӗсене чĕререн вуласа кӑтартрӗҫ. Ҫавӑнпа та жюрине чи лайӑх вулакансене уйӑрса илме ҫӑмӑлах пулмарĕ. Сӑвӑ каласа малти вырӑнсене йышӑннӑ ачасене грамотӑсем парса хавхалантартӑмӑр.
Пурнăçра – пĕр анне. Тăван чĕлхе те пĕрре. Ᾰна упрасси – пирĕн тивĕç.Чӑваш чӗлхи малашне те кашни кун янӑратӑр – килте те, урамра та, хулара та, ялта та, шкулта та.