Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунне халалласа краеведени сехечĕ «Асанне арчи» ирттерчӗҫ: Çĕнĕ Мăрат ял библиотеки

Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунне халалласа краеведени сехечĕ «Асанне арчи» ирттерчӗҫ: Çĕнĕ Мăрат ял библиотеки

Февралӗн 21-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунӗ.
"Тӑван чӗлхе — халӑхӑн аваллӑхӗ, тӑван чӗлхе — халӑхӑн сумлӑ та телĕйлĕ малашлӑхӗ" — тенӗ Г. Н. Волков ӑсчах.
Тăван чĕлхе – халăхăн пуянлăхĕ-пурлăхĕ, халăх историйĕн тĕкĕрĕ. Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет. Тăван чĕлхене упраса-сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси – çав чĕлхепе калаçакан кашни çыннăн тивĕçĕ те яваплăхĕ пулса тăмалла. Тăван сăмах вăл ламран лама куçса пырсан çеç, тин çуралнă пепкешĕн тăван сасă пулса тĕвĕленсен çеç малалла аталанать. Апла пулсан, тăван чĕлхене çĕклесси, вăй-хăват кĕртесси такамран мар, хамăртанах килет.
Çĕнĕ Мăратри ял клубӗпе библиотека ӗҫченӗсем Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа краеведени сехечĕ «Асанне арчи» ирттерчӗҫ. Мероприятие хутшӑннӑ шкул ачисем наци тумӗн историйӗпе, чӑваш тӗрри- эрешӗсемпе, чӑвашсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесемпе паллашрӗҫ. Викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ, паллӑ ваттисен сăмахĕсене вӗҫлерӗҫ. Ҫавӑн пекех авалхи халăх тумӗсем, тӗрленӗ алшăллисем тултарнă асанне арчипе паллашрӗҫ. Ачасем асанне арчинче ӗлӗкхи чӑваш тумӗсене пӑхса киленчĕҫ. Вӗренекенсем хӑйсен аллисемпе капӑр япаласене тыта-тыта тӑхӑнса пӑхрӗҫ, вӗсен ячӗсене чӑвашла тӗрӗс каларӗҫ.
Краеведени сехечӗ кӑсӑк та ӑнлануллӑ иртрӗ.
Тăван чӗлхене упраса – сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси – кашнин тивӗçӗ. Апла пулсан, чăвашла савăнсах калаçар, чăваш юррисене киленсех юрлар, асатте-асаннесен йали-йӗркисене асра тытса пурӑнар!



20 февраля 2025
11:11
Поделиться