Краеведени сехечĕ «Асанне арчи»:П.Быбытьская сельская библиотека
Çак кунсенче Кайнлăк территори уйрăмĕн культура ĕҫченĕсем Хирти Мантăрти вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе "Асанне арчи" ятпа краеведени сехечĕ ирттерчĕҫ. Савăнăçлă самантăн тӗп «хăни», паллах, авалхи халăх тумӗсем, тӗрленӗ алшăллисем тултарнă асанне арчи пулчӗ. Вĕсемпе паллашма пире "Чее тилĕ" юмах тăрăх йĕркеленĕ инсценировка пулăшрĕ. Ачасем асанне арчинче елекхи чаваш тумесене пӑхса киленчĕҫ. Икӗ ушкӑна пайланса «Чӑваш тумӗн ячӗсене кам ытларах пӗлет?» ӑмӑрту ирттерчӗç. Вӗренекенсем хушнӑ ӗçсене савӑнсах пурнӑçларӗç.
«Чăваш тӗрри – чӗре юрри» ятлă курав та йӗркеленӗ. Мероприятине хутшăнакансем наци тумӗн историйӗпе, чăваш тĕрри – эрешĕсемпе, кĕнекисемпе паллашрĕҫ. "Çерем пăсса вир акрăм", "Краскăлла" вăйăсене вылярĕҫ. "Асанне арчи " презентацине пахса тата та унпа ҫыхăннă вăрттăнлăхсемпе паллашрĕҫ.
Валентина Кузьминична арчаран хăй аллипе ăсталанă капăр япаласене кăлара-кăлара кăтартрӗ, кашни пирки тӗплӗн каласа пачӗ. Экспонатсемпе кашни ача çывăххăн паллашма пултарчӗ çак кун. Авалхи япаласене тытса пăхса киленчĕҫ, хаваспах тăхăнса пăхрĕҫ.
Çапла, несĕлсен арчара упранакан пуç капăрĕ-эрешĕсем, кĕпи-саппунĕсем, тĕрленĕ алшăллисем пире паян çак çĕр çинче чăваш пулсах пурăнма пулăшаççĕ, хамăр тымарсене сĕткен парса чĕртеççĕ, пулас ăрусене аваллăхпа мăнаçланма май туса параççĕ.