Хырай Ĕнел ялĕн библиотека пунктĕнче «Вилĕмсĕр паттăрлăх» информации сехечĕ иртнĕ
«Кашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ», - тенĕ ĕлĕкренех ватă çынсем. «Тивĕçлĕ канăва тухни те килте лармаллине пĕлтермест, - теççĕ Хырай Ĕнел ялĕнчи кĕмĕл ÿсĕмри хĕрарăмсем. Ял клубĕнче тата библиотека пунктĕнче иртекен мероприятисене татăшах хутшăнаççĕ вĕсем.
Ленинград блокадине тĕппипех сирнĕренпе 81 çул çитнĕ кун, кăрлачăн 27- мĕшенче, аслă ăрури çынсемпе библиотека пунктĕнче «Вилĕмсĕр паттарлăх» калаçу сехечĕ иртрĕ. Тăшман Ленинграда йери – таврах хупăрласа илнĕ, хулана çар хатĕрĕсем тата апат-çимĕç турттарса пымалли çулсене татнă. Выçлăха тусеймесĕр, хула парăнасса кетнĕ тăшман, анчах та кĕтсе илеймен. Халăх хăрушă вилĕме хирĕç кар тăрса, тăшмана çĕнтерме пултарнă.
Мероприятине хутшăннă çынсем Аслă Отечественный варçă тапхăрĕсене тишкерсе тухрĕç, блокада вахăтĕнче пуç хунисене асăнса шăп тăчеç.
Малалла сăмах блокада нушине чăтса ирттернĕ Хырай Ĕнел ачи çинчен пулчĕ.
"Тăван Атăл " журналăн 2010 çулхи 3-мĕш номерĕнче "Ĕмĕр сакки" ярăмра Арсений Тарасов "Блокада ачи" ятпа блокадăри Ленинград çинчен çырса панă. Унта пулса иртнĕ ĕç-пуçа Павел Петрович Ишмуратовăн пурнăç шăпи урлă сăнласа панă. Сăн ÿкерчĕкĕсем Сергей Журавлевăн.
Ленинград облаçне вербовкăпа тухса кайнăскерсене, каялла Чăваш Çĕршывне килме пÿлмен Павăлпа ашшĕне, блокада пуçланнă, хула ункăра - çул сук. Блокада вăхăтĕнче мĕнле хăрушла ĕçсем пулса иртнине ăнсăртран черĕ юлнă çынсем çеç пĕлеççĕ. 12 çулхи Павăл та мĕн кăна чăтса ирттермен, мĕн чухлĕ куççуль тăкнă, блокада вăхăтĕнче ашшĕне çухатни тата мĕнле йывăр тăкак пулнă уншăн. 125 грамм таякан целлюлозăран тата пăчкă кĕрпинчен пĕçернĕ çăкăр тата менле тутлă пулнă ачашăн вăл вăхăтра. Выçлăхне, шартлама сиввине мĕнле туссе ирттернĕ ши тата? Тата вăрсă пĕтнĕ хыссăн тăван ялне çитсен. ял халăхĕ те палламасть иккен Павăла, тăван амăшĕпе те сăмахлаймасть: амăшĕ вырăсла пĕлмест, Павăл вара чăвашла пуплеймест. Кĕпепе çуралнă пуль çав Павăл. мĕншĕн тесен тăван амăшĕ те ăна чĕрĕ-сывă курасса сунман.
Хĕрарăмсем куççульпе итлесе ларчĕс Павел Петрович каласа хăварнă асаилĕве. Çав вăхăтрах вăрçă хыççăн çут тĕнче курнăскерсем, ирсĕр вăрçа пула аманса юлнă ачалăхĕсене аса илчĕç .
Ача-пăчаллах Павăлăн хĕн –хур, асап, терт витĕр тухма тивнĕ. Шел пулин те. Павел Петрович пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Тĕплĕнрех Павел Петрович Ишмуратов пурнăсĕпе библиотека фондĕнче упранакан Тăван Атăл журналăн 2010 сулхи 3-мĕш номерне вуласа пĕлме пулать.
