90 ςулхи юбилей – Анат Тимӗрчкасси ял библиотеки.
Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ Анат Тимӗрчкасси ялӗнче пурӑнакан Кузьмин Иван Осипович хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Сумлӑ та паллӑ кунпа Тукай территори уйрӑмӗн начальникӗ Светлана Кондратьева саламларӗ, саламлӑ ҫырупа парне пачӗ. Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем илемлӗ сӑвӑ-юрӑпа савӑнтарчӗҫ.
Иван Осипович мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех "Луч" колхозра тимрӗҫ лаҫҫинче вӑй хунӑ. Хӑйӗн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ, ҫавӑнпа та ял халӑхӗ хушшинче паянхи кун та хисеплӗ ҫынсенчен пӗри.