Краеведени сехечě «Çеçпěл Мишши – вилĕмсĕр поэт» - Нижнетимерчеевская сельская библиотека

Краеведени сехечě «Çеçпěл Мишши – вилĕмсĕр поэт» - Нижнетимерчеевская сельская библиотека

2024 çулхи чӳк уйăхěн 16-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши поэтăмăр çуралнăранпа 125 çул çитет.

Çеçпĕл  - çурхи чечек. Хĕвел чечекӗ. Ӑшша та сивве те ςирӗп чӑтать вӑл. Шӑннӑ юра шӑтарса тухса кӑвакӑн-симӗссӗн курӑнса, ςутталла кармашса, ςеςпӗл этем куςӗнче яланлӑха юлать, тӗнче вӑраннине, ςанталӑк чӗрӗлнине астутарса тӑрать. Шӑпах ςавӑн пек Ҫеςпӗл Мишши те. Вӑл – чӑваш поэзийӗн сывлӑмлӑ таса ирӗ, кӗрнеклӗ чечекӗ.

Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕчче Анат Тимӗрчкасси ял библиотекинче кăвар чĕреллĕ поэт  Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă « Çеçпěл Мишши – вилӗмсӗр поэт» краеведени сехечě иртрě. Унта аслӑ тата  вăтам ςулхи кӗнеке вулакансем  хутшăнчěç. Çеçпĕл Мишшин пурнăçěпе, пултарулăхĕн тĕп енĕсемпе библиотекарь Л.Филиппова тěплěн паллаштарчĕ. Ун çинчен çырнă сăвăсене вуласа пачě. Уява хутшӑнакансем  Çеçпĕл Мишшин сăввисене чăвашла янăраттарчĕç. Уяв хаваслӑ иртрӗ.



15 ноября 2024
08:18
Поделиться