Литературă сехечě «Кăвар чěреллě Çеçпěл Мишши»: Асановская сельская библиотека

Литературă сехечě «Кăвар чěреллě Çеçпěл Мишши»: Асановская сельская библиотека

Умра – черетлĕ паллă кун: 2024 çулхи чӳк уйăхěн 16-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши поэтăмăр çуралнăранпа 125 çул çитет. Ахаль поэт мар вăл – хăй халăхĕн ятĕнчен пĕтĕм тĕнче умĕнче сăмах калама хăраса тăман кăвар чĕреллĕ генилле поэт, поэт-трибун, революци кĕрешÿçи, сăвă çырма вĕрентекен правилăсен авторĕ т.ыт.те.

Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕчче Асанкасси ял библиотекинче кăвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă «Кăвар чěреллě Çеçпěл Мишши» литературă сехечě иртрě. Унта вăтам шкулта 6-мěш классра вěренекенсем тата учительсем хутшăнчěç. Çеçпĕл Мишшин пурнăçěпе, пултарулăхĕн тĕп енĕсемпе чăваш чěлхине вěрентекен Галина Чумакова тěплěн паллаштарчĕ. Ун çинчен çырнă сăвăсене вуласа пачě.

Шкул ачисем Çеçпĕл Мишшин сăввисене чăвашла янăраттарчĕç.

 



11 ноября 2024
15:05
Поделиться