Пурнăҫ сукмакĕпе пĕрле утма пуҫланăранпа 50 ҫул ҫитнĕ май: Н.Ч. Сюрбеевская сельская библиотека

Пурнăҫ сукмакĕпе пĕрле утма пуҫланăранпа 50 ҫул ҫитнĕ май: Н.Ч. Сюрбеевская сельская библиотека

Аслă Ҫĕрпӳел ялĕнче пурăнакан Николай Ивановичпа  Нина Ивановна Черновсем пурнăҫ сукмакĕпе пĕрле утма пуҫланăранпа 50 ҫул ҫитрĕ. Ҫак савăнăҫлă кунпа юбилярсене Аслă Ҫĕрпӳел территори уйрăмĕн пуҫлăхĕ Александр Орешкин, Комсомольски муниципаллă округĕн депутачĕ Александр Тихонов саламларĕҫ, парнесем парса чысларĕҫ.

Николайпа Нина пĕр касра выляса ӳснĕ, шкул сукмакне те пĕрле такăрлатнă, шкулта та пĕр класра вĕреннĕ. Ачаран пынă туслăх каярах юратăва куҫнă. 1972-мĕш ҫулхи раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче ҫамрăксем ҫемье ҫавăрнă. Пĕр вăхăт тĕп килте пурăннă хыҫҫăн мăшăр ҫак ялах уйрăлса тухнă. Кĕске вăхăтрах вĕсем ҫĕнĕ ҫурт лартнă, йĕри-тавра хуралтăсем ҫĕкленĕ.   Николай ялти пилорамăна ĕҫлеме вырнаҫнă, ҫак ĕҫре вăл мĕн пенсие кайичченех тăрăшнă. Нина Васильевна вара почтальонка пулса 35 ҫул ĕҫленĕ, ял халăхне тĕрлĕ хаҫат-журналпа, пенси укҫипе тивĕҫтернĕ.

Нина Васильевна ҫамрăклах ал-ĕҫ тума юратать,  тĕрĕ ăсти, юрра-ташша та ăста. 30 ҫул ытла ĕнтĕ Кĕҫĕн Ҫĕрпӳел культура ҫумĕнчи «Илем» фольклор ушкăнне ҫӳрет. Культура ĕҫченĕсем ирттерекен вырăнти, район, респулика шайĕнчи тĕрлĕ уявсене те хаваспах хутшăнать Нина Васильевна.  Паянхи кун юбилярсене ылтăн туй ячĕпе   ҫак ушкăн юрăҫисем, Кĕҫĕн Ҫĕрпӳел культура, библиотека  ĕҫченĕсем, йышлă тăванĕсем илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕҫ, парнесемпе чысларĕҫ.

Мăшăр икĕ хĕрпе пĕр ывăл ҫуратса тĕрĕс-тĕкел пăхса ҫитĕнтерсе пурнăҫ ҫулĕ ҫине кăларнă. Паянхи кун Черновсене 6 мăнукĕ тата вĕсен икĕ ачи куҫ тулли савăнтараҫҫĕ, малалла пурăнма вăй-хăват параҫҫĕ. Вĕсем май ҫитнĕ таран выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усраҫҫĕ.  Ҫуллахи вăхăтра вара Нина Васильевна пӳрт умĕнчи пахчара тĕрлĕрен ҫеҫке ӳстерме юратать.

50 ҫул пĕр ҫемьере пурăнни – ҫакă мар-и ха вăл ҫемьери килĕшӳ, ачасемпе мăнуксен  телейĕпе савăнăҫĕ, тăвансем хушшинчи тата ял ҫинчи хисеп.   Ку ăшă сăмахсене Николай Ивановичпа Нина Васильевна  Черновсем чăннипех те тивĕҫлĕ.

 



18 декабря 2023
15:46
Поделиться