Ҫĕнĕ Мăрат ял вулавăшĕнче иртнĕ литература тĕпелĕ «Пирĕн ентеш – Алевтина Дмитриева»
Республикăра хальхи вăхатра "Литературăллă Чăваш Ен: чи вулакан кĕнеке 2022" фестивалĕ пырать. Ҫĕнĕ Мăратри вулавăшра ҫак фестиваль шайĕнче тĕрлĕ енлĕ мероприятисем иртеҫҫĕ.
Акă паян вулавăшра хăнара фестиваль-конкурса хутшăннă «Кая юлнă каçару сăмахĕ» кĕнекен авторĕ, пирĕн ентеш, Алевтина Анатольевна Дмитриева писатель пулчĕ.
Уява ентешпе тĕл пулма централизациленĕ тĕп вулаваш ĕçченесем, библиотекарьсем, Тугай ял территорийен начальникĕ Игнатьев П.А., Тугай ял тăрăхĕнчи культура çурчĕсемпе библиотекăсен ертÿçисем, ялти кĕнеке вулама юратакансем килсе çитрĕç. Ертсе пыракансем Алевтина Дмитриевна пултаруллăхĕпе пурнăçĕ çинчен кĕскен каласа пачĕç, тĕрлĕ кĕнеке выставкисемпе паллаштарчĕç.
2022 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă кĕнекесен тишкерĕвне йĕркелерĕç. Уйрăммăн хамăр ентеш ĕç-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕç. Алевтина Анатольевнăн калавĕсемпе повĕçĕсем «Ҫамрăксен хаçачĕ», «Хыпар», Комсомольски районĕнче тухса тăракан «Каçал ен» хаçатсенче, «Тăван Атăл» журналта пичетленнĕ. «Таврăнтăм, анне» калавĕ Чăваш автономиллĕ облаçне туса хунӑранпа 100 çул çитнĕ ятпа кăларнă, «Вутчуль» сборника кĕнĕ.
Тĕл пулура писатель хăйĕн пурнăçĕ, кĕнекисем çинчен чарăнса тăчĕ. Юлашки вăхăтра çырнă тарăн шухăшлă повĕç-калавĕсемпе паллаштарчĕ. Уява илемлетекенсем «Шурăмпуç» фольклор халăх ушкăнĕ пулчĕ. Алевтина Дмитриева пултарулăхне уява хутшăннисем пысăка хурса хакларĕç, ырă сăмахсем каларĕç, литературăра татах та пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕç.
Юлашкинчен библиотекарь кашнинех кăмăлĕсене кайнă авторсен хайлавĕсемпе паллашма сĕнчĕ, вĕсене вуласа тухма кăсăклантарчĕ.
Тĕл пулу пурин кăмăлне те кайма пултарчĕ.