Александровка ял вулавӑшӗ регионсен хушшинчи «Туркай вулавĕсем» 4-мĕш поэзи фестивалӗнче
Валери Туркая эпир поэт, прозаик, драматург, публицист, куçаруçă пек пӗлетпӗр. Вăл – нумай кӗнеке авторӗ. Унăн пьесисемпе чăваш театрӗсем спектакльсем лартнă. Валери Туркай тăванла халăхсен поэчӗсен хайлавӗсене чăвашла куçарас ӗçре ырми-канми тăрăшать, хăйӗн сăввисене те нумай чӗлхене куçарнă.
Валери Туркай Чăваш Енри Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетне, А.В.Луначарский ячӗллӗ ГИТИС çумӗнчи Театр аслă курсӗсене пӗтернӗ. 2000 – 2008 çулсенче ЧР Писательсен союзне ертсе пынă. Раççей Писательсен союзӗн правленийӗн секретарӗ, «Дружба народов» журналăн редакци канашӗн пайташӗ. 2014 – 2015 çулсенче «Хыпар» хаçатăн генеральнăй директорӗ – тӗп редакторӗ пулса ӗçленӗ.
Чăваш халăх поэчĕ, куçаруçă, публицист, Ç.Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чăваш Республикин тата Тутар Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Валери Туркай поэтӑн тӑван ялӗнче - Комсомольски тӑрӑхӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнчи культура ҫуртĕнче регионсен хушшинчи «Туркай вулавĕсем» 4-мĕш поэзи фестивалĕ пулса иртрĕ.
Сумлă ентешӗмӗре чыслама пуçтарăннă шкул ачисемпе вĕрентекенсене тата килнĕ хăнасене Комсомольски район администраци пуçлахĕ А.Н.Осипов, Александровка ял тăрахĕн пуçлăхĕ Л.А.Полякова тата Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай çывхарса килекен уявсем ячĕпе ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕç.
Елчĕк, Комсомольски районĕнчен килнĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсем Валери Туркайӑн сăввисене илемлӗ чӑваш чӗлхипе чуна тыткӑнласа янратрĕç, куракансене чӑваш юрри-ташшисемпе чĕререн савăнтарчĕç.
Фестивале пуҫтарӑннисем «Яту сӑваплӑ, ӗҫӳсем мухтавлӑ» кӗнеке куравӗпе тата Валери Туркай ҫинчен хатӗрленӗ электронлӑ презентаципе паллашма пултарчӗҫ.